Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле районӗ

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли понтон кӗпере илнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле тӑрӑхне Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ унти ҫула пӳлнӗ, каҫса ҫӳреме май ҫук.

Кӗҫех ҫав вырӑнта хӗллехи кӗпер пулӗ. Ӑна тума тытӑнӗҫ. Хальлӗхе юханшыв парпа витӗнессе, вал хулӑнланасса кӗтеҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫуллахи кӗпер ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл юсавра пулнӑ.

 

Политика
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян Ҫӗмӗрле округӗн администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ.

Округ пуҫлӑхне суйласси пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата малалла кӗрешме ирӗк панӑ. Вӗсем – Эдуард Васильев тата Ольга Краснова.

Сасӑлав иртнӗ хыҫҫӑн округ администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Эдуард Васильев йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.

Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.

Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.

 

Республикӑра
spb.pulscen.ru сайтри сӑн
spb.pulscen.ru сайтри сӑн

Виҫӗ арҫын Ҫӗмӗрле округӗнче хӑйӑр кӑларнӑшӑн ява тытӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫуркунне вӗсем котлован чавма, пӗвене хӑтлӑлатма тесе кӑларнӑ ӑна. Арҫынсем хӑйӑр кӑларма ирӗк пур организацирен суя документсем те илнӗ.

Ҫапла вӗсем 77 кубла метр ытла хӑйӑр кӑларнӑ. Ку 25 миллион тенкӗлӗх тӑкакпа танлашать.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.

Кинемей ҫухални пирки пӗрлехи службӑна ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехет те 37 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм Анат Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта аташса кайни пирки хыпарланӑ. Вӑл унта кӑмпа пуҫтарма кайнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса кинемее часах тупнӑ. Аса илтерер: «Лиза Алерт» ушкӑн Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Геннадий Рогулина шырать. Вӑл та вӑрманта ҫухалнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан Роман Клячкин 10 ҫулта кӑна-ха. Ӑна вара халех ҫамрӑк фермер теме пулать. Вӑл хӑйӗн видеоблогне йӗркеленӗ, унта ялти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартать.

Арҫын ача килти хур-кӑвакала, чӑх-чӗпе пӑхма пулӑшать. Пуласлӑхра вӑл ялтах юлма ӗмӗтленет, Рома ӗне, сурӑх, сысна, чӑх-чӗп усрасшӑн. Ӑна ялта пурӑнма питӗ килӗшет: унта хулари пек шавлӑ мар тет.

Ромӑна видеоблогра контент тума ҫемйи пулӑшать. Ача пӗҫерме те юратать. Уйрӑмах - икерчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69376
 

Республикӑра
pofoto.club сайтри сӑн
pofoto.club сайтри сӑн

Ҫӑлавҫӑсен Ҫӗмӗрле округӗнчи Эскетен ялӗнче хура ҫӗлене тытма тивнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче каҫ енне пӗр кил хуҫалӑхӗнче ҫӗлен шунине асӑрханӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра картишре ачасем вылянӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа ӑна татма ыйтнӑ.

Лешсем вырӑна ҫитсе ҫӗлене тупнӑ, ӑна тытса вӑрмана кайса янӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер 13 сехет те 53 минутра диспетчер службине Ҫӗмӗрле округӗнчи вӑрманта пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Пушара 14 сехет 35 минутра сӳнтерме пуҫланӑ. Ку ӗҫе 2 автоцистерна, сухапуҫлӑ 1 трактор, 5 ҫын хутшӑннӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Пушара тӗппипех 19 сехетре сӳнтернӗ.

Халӗ вӑрман мӗншӗн ҫунма пуҫланине тӗпчеҫҫӗ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна ачисене хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Вал хӑйӗн ачисене хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр чухне 14 ҫулти хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ку 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Арҫын ачасене ятран та чӗнмен-мӗн. Хӑш чухне пӗчӗк сӑлтава пула е сӑлтавсӑрах ачасене урайне ӳкернӗ, пуҫӗпе урайне ҫапнӑ, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

 

Персона
вперёд21.рф сайтран илнӗ скриншот
вперёд21.рф сайтран илнӗ скриншот

Чӑваш Енри тата тепӗр хаҫатҫӑна тава тивӗҫлӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята хальхинче Ҫӗмӗрлери «Вперёд» хаҫат редакцийӗн редакторӗ Ольга Дмитриева тивӗҫнӗ.

Кун пек ята «культурӑра нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин професси искусствин, вӗрентӗвӗн тата халӑх пултарулӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Ольга Ефимовӑна тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерне Светлана Муллинӑна панӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 09

1909
117
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ.
1958
68
Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ.
1958
68
Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ.
2008
18
Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй